Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

П (ЙЧХСПС)

Йут чӗлхесенчен хутшӑннӑ сӑмахсен пӑчӗк словарӗн пайӗ

Пактери — крек. — Микроскоп витӗр анчах курӑнакан шутсар вӗтӗ кӑмпасем: тӗрлӗ йывӑр чирсем орканисӑмра пактерисем ӗрчесе кайнӑран пулаҫҫӗ, ӗрчессе пактерисем питӗ хӑвӑрт ӗрчесе кайма пултараҫҫӗ, нумайӗшӗ сивве те, вӗрине те чӑтма пултараҫҫӗ.
Пахаш — хран. — Ҫула кайнӑ чух пӗрле илекен йапаласем.
Папкӑ — ним. — Кӗнеке хуппи пек хутсем хумалли картунран тунӑ йапала.
Паппӑ — лат. — Каттоликсен тӗнӗнче — чи аслӑ пуҫлӑх пулса тӑракан архерей.
Паттальйон — хран. — Ҫар пайӗ: пулкӑн тӑваттӑмӗш пайӗ, тӑватӑ роттӑ.
Патруль — хран. — Тусурта тӑракан салтаксем.
Патрун — лат. — 1) Кильсӑ ӑшне тарӑпа пульӑ тултарса пӑшал валли хатӗрленӗ йапала. 2) Хутран, йе картунран тунӑ мӗн те пулин чикмелли ҫаврака йӗнӗ.
Патриархлӑ опчӗствӑ — Ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн уйрӑм пурнакан етем опчӗстви: ӑру пуҫлӑхӗ — пуринчен ватӑраххи, вӑйлӑраххи, пур те хисеплекен старик (патриарх) пулса тӑрать, вӑл ӑрӑвӑн ӗҫӗсене те, ӗҫлесе тупнӑ пурлӑха та хӑй пӗлнӗ пек майласа валеҫҫе пырать.
Патриот — крек. — Ҫуралнӑ ҫӗршыва пит йуратакан, уншӑн хытӑ тӑракан ҫын.
Патриоттисӑм — крек. — Ҫуралнӑ ҫӗршыва питӗ йуратса, ӑна пуринчен мала хурса, хытӑ тӑрӑшни.
Пачкӑ — ним. — Пӗр ҫыхӑ, пӗр уйрӑм, пӗр пӳрнеске.
Паспӑрт — хран. — Ҫынна, вӑл кам иккенне, кӑҫта ҫуралса ӳснине, сӑнсӑпатне кӑтартса ӗнентерекен токкумӗнт.
Пастовккӑ — (сапастовккӑ) ит. — Хапрӑк-савӑт хуҫисенчен ҫӑмӑлтарах ӗҫ условисем ҫӑлса илме ӗҫлокенсем пур те килӗшше харас ӗҫлеме пӑрахни. Пастовккӑсене еккономи, йе политтиккӑ тӗлӗшӗнчен пурӑнӑҫа лайӑхлаташшӑн тума пултараҫҫӗ. Ӗҫлекенсен сойусӗсем вӑйлӑланса пынӑҫемӗн пастовккӑсем те хӑрушӑланса пыраҫҫӗ: хӑш чухне пӗр-пӗр вырӑнта ӗҫлекенсем пур те пӗтӗмпе пӗрлещше пастовккӑ тӑваҫҫӗ.
Палакан — перҫ. — Йармӑрккасенче камитсем кӑтартакан ҫурт.
Палаткӑ — Ҫул ҫӳренӗ чух кӗрсе выртмалли пир карса тӑвакан хушӑ.
Палач — Сутпа вӗлермелле тунӑ ҫынсене вӗлерекен.
Паланс — хран. — Пуххалттеринче — укҫа шутне ҫырса пыракан кӗнекесем тӑрӑх укҫа пухӑннипе саланнине (услампа расхута) пӗлмешкӗн танлаштарни.
Пальсам — арап. — Мӗнле те пулин имлӗхлӗ ҫу.
Панк — ит. — Кретитла учрештени: кретит ҫистемине тума тата пушӑ укҫасене пӗр ҫӗре пухса, вӗсене кирлӗ ҫӗре парса пыма тӑрӑшать.
Панккӑ — Витре майлӑ хӑлӑпсӑр савӑт.
Пантӑ — ним. — Вӑрӑ-хурахсен ушкӑнӗ.
Пантит — ним. — Вӑрӑ-хурах.
Пантероль — хран. — 1)Кӗнеке-хаҫатсене пуштӑпа йанӑ чух чӗркесе, ҫине атрӗҫ ҫырса йаракан хут. 2) тӗрлӗ таварсем ҫине (сӑмахран: спичкӑ, тапак, чей) актсис налокӗ илнине кӑтартса ҫыпӑҫтаракан пӗчӗк хут татӑкӗ.
Парак — хран. — Йӑвӑҫран ҫӑмӑлҫеҫ, наччаслӑха тунӑ ҫурт.
Паракрӑх — крек. — Ҫырӑвӑн пайӗсене уйрӑм кӑтартакан паллӑ (§).
Парат — хран. — 1) Пӗр-пӗр праҫнӑк йачӗпе пур хулари ҫарсене пухса, хула варринче весене пӑхса тухни; 2) аслӑ пуҫлӑхсем ҫарсене пӗр ҫӗре пухса пӑхса тухни.
Парашӳт — хран. — Сывлӑшри йапаласене час ӳкме паман, пысӑк сӳнчӑк майлӑ, йапала, пуринчен ытла авиаттӑрсене, сывлӑшра инкек-синкек пулсан, ҫӗре сиксен хытӑ ӳкме памасӑр усӑ кӑтартать.
Паруль — хран. — Часовӑйсене, йе тусурта ҫӳрекен салтаксене йут ҫынсене хӑйсеннинчен уйӑрмашкӑн вӑрттӑн калакан, малтан килӗшше йышӑннӑ сӑмах.
Парик — ним. — Пуҫри ҫӳҫе, урӑх тӗслӗ тума пуҫа тӑхӑнакан, ҫӳҫрен тунӑ йапала: театтӑрсенче арттиссем тӑхӑнаҫҫӗ.
Париккатӑ — хран. — Револьутсисем тунӑ чух ҫарсенчен сыхланма хуласем хушшинче урама урлӑ тӗрлӗ мӗн алла кӗнӗ йапалана купаласа тунӑ чару.
Парикмаххӗр — ним. — Ҫӳҫ касакан, париксем тӑвакан ҫын.
Париш — тут. — 1) Услам. 2) Хрансин тӗп хули: 3 1/2 мӗлйун ҫын, Йевроппӑри чи пысӑк хуласенчен пӗри.
Париш комунӗ — 1871-мӗш ҫул. мартӑн 18-шӗнче Паришри пролеттариат влаҫа хӑй аллине илсен тунӑ правиттӗлствӑ: 72 кун анчах пурӑннӑ, пур Хрансири пуршуаҫи пӗр ҫӗре пухӑнса, пӗччен тӑрса йулнӑ хулари пролеттариата калама ҫук хӑрушӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Халӗ Канаш влаҫӗ Париш комунӗне асӑнса, мартӑн 18-шне праҫнӑк кун тунӑ.
Партнер — лат. — Ӗҫе пӗрле тӑвакан ҫын, йулташ.
Парттер — хран. — Театтӑрта — стенӑна тӳрӗ хирӗҫ ларакан айалти йӗркесем.
Партти — хран. — 1) Пӗр тӗлшӗн ӗҫлесе тӑрӑшакан ҫынсен орканисатсийӗ. Политтиккӑ парттисем: клас инттересӗшӗн тӑрӑшакан ҫынсене пӗрлештерсе тӑракан парттисем, ҫавӑнпа опчӗствӑра миҫе тӗрлӗ классем пур, ҫавӑн чухлӗ парттисем пулаҫҫӗ: 1) помешчӗксемпе творенсен инттересӗшӗн тӑрӑшакан (реаксилле) парттисем; 2) каппитталиссемшӗн тӑрӑшакан (пуршуаҫиллӗ) парттисем; 3) инттелекентсипе вак-тӗвек пуршуаҫин парттисем; 4) пролеттариатӑн револьутсилле партти. Пур политтиккӑ парттисенӗн те — кашнин ӑрасна прокраммипе, пурте килӗшше йышӑннӑ тактиккӑ пур. Прокраммӑпа тактиккӑ тӑрӑх мӗнле партти мӗншен тарӑшнине пӗлеҫҫӗ. 2) кирек мӗнле пӗр пек йапаласен ушкӑне, кӗту (пӗр партти литтераттурӑ, пӗр партти тапак, пӗр партти тавар т. ы.).
Партком — Партти Комиттечӗ.
Парламӗнт — лат. — Пуршуаҫилле патшалӑхсенче — халӑх претставиттӗлӗсен саккунсем кӑларакан пухӑвӗ.
Парник — Ӑшӑ йӑран, панча.
Парометтӑр — крек. — Сывлӑш йӑвӑрӑшӗ улшӑннине сиснипе ҫанталӑк улшӑнасса кӑтартакан хатӗр.
Павари — Керманин кӑнтӑрла йенчи татӑкӗ: 1919-мӗш ҫулта Павари ӗҫлекенӗсем Канаш респупликки тунӑччӗ, анчах йалти кулаксемпе правиттӗлствӑ ҫарӗсем, ӗҫлекенсен респупликкине часах ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 1922-23 ҫ.ҫ. Павари хашшиссен тӗп йӑви пулса тӑнӑ.
Пайук — 1918—21-мӗш ҫулсенче Канаш правиттӗлстви ӗҫлекенсене кашнине кирлӗ таран нормӑ тӑрӑх парса тӑнӑ ҫимӗҫҫем.
Пукҫир — анк. — Паршӑсем туртса ҫӳрекен пӑрахут.
Пуквӑ — Сас палли — чӗлхери сасса хут ҫине ӳкерме йышӑннӑ паллӑ: „а", „у", т. ыт.
Пуххалттери — ним. — Укҫа шут йӗрне кӗнекесем ҫине ҫырса пырса тӗрӗслемелли искусствӑ.
Пуххалттӗр — ним. — Кӗчелерсенче укҫасене кӗнекесем ҫине ҫырса, пуххалттери кӑтартнӑ пек тӗрӗслесе пыракан.
Пупликка — лат. — 1) Халӑх ушкӑн, пуху. 2) хӑш йенчен те пулин пӑхса пӗрлештерме пӗрлештерме май пур ҫынсенӗн ушкӑнне пӗлтерекен сӑмах (вакунри пупликкӑ, театтӑра ҫӳрекен пупликкӑ т. ыт.)
Пупликкатcи — лат. — Пӗлтерни; сӑмахпа каласа, йе хаҫатсем ҫине ҫапса пӗр-пӗр йапала ҫинчен пурне те пӗлтерни.
Пуштӑ — лат. — 1) Ҫырусене, поссылккӑсене, укҫана, кӗнеке-хаҫата атрӗссем тӑрӑх вырӑна ҫитерсе паракан патшалӑх учрештени. 2) Пуштӑ кантурӗ.
Пульс — лат. — Чӗре сиксе, йуна ӳтпӗв тӑрӑх салатнӑ ҫемӗн — йун тымарӗсем хускалса тӑни; ал тымарӗ тапни.
Пульвар — хран. — Уҫӑлса ҫӳремешкӗн еретӗн-еретӗн йывӑҫҫем лартса тухнӑ вырӑн. Пульнитсӑ — Йывӑр чирленӗ ҫынсене вырттарса, тухтӑрсем астуса тӑракан учрештени.
Пунт — ним. — 1) Пӑлхавӑр, халӑх ним йӗркесӗр пӑлханни; 2) "Пур Раҫҫейпе Польшшӑри йеврейсен сойусӗ" — 1897 мӗш ҫулта пуҫланса пӗрмайах сотсиалисӑмла прокраммӑпа ӗҫлесе пынӑ. Раҫҫейри ӗҫлекенсен Сотсиал—темократтиллӗ парттийӗн 1-мӗш сйесӗпе (1898 ҫ.) II-мӗш сйесӗ хушшинче (1903 ҫ.) унӑн ахтонмлӑ пайӗ пулса тӑнӑ. 1903 ҫ. Р.Ӗ.С.Т. парттинчен уйрӑлса, ӑрасна ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах 1906 ҫулта (Стокхольмри сйес хыҫҫӑн) каллах Р.Ӗ.С.-Т. парттине кӗнӗ. Октьапӗрти револьутси пулаччен пӗрмайах меншшевиксем майлӑ ӗҫленӗ, Канаш влаҫӗ тӗрекленсе ҫитсен тин „Пунтӑн" Членӗсенчен нумайӗшӗ РКП-пе кӗрсе хутшӑнса кайнӑ.
Пурука — Сӑмах пани; кам та пулин тепӗр ҫын шанчӑклӑ иккене кӑтартса, ун вырӑнне, кирлӗ пулсан, хам чӑтатӑп тесе сӑмах пани.
Пуршуаҫи — хран. — Опчӗствӑн происвотсвӑ орутисене хӑй аллинче тытса тӑракан клас, С.К.Р.С-сӗр пуҫне пӗтӗм тӗнчипе влаҫа хӑй аллинче тытса тӑрать; пур ӗҫре те усламшӑн анчах тӑрӑшша, пуршуаҫи, револьутсилле пролеттариата питӗ кураймасть, пур револьутсисене те пӗтерме тӑрӑшать. Пуршуаҫи класӗн усламӗсемшӗн, рынӑксене туртсӑ илсе, конккурентсине пӗтерме тӑрӑшша, тӗрлӗ пуршуаҫилле правиттелствӑсем пӗрмайах пӗр-пӗринпе вӑрҫҫа пурӑнаҫҫӗ: милиттарисӑм (вӑл сӑмаха пӑх) ҫулран-ҫул ӳссе, хӑватланса пырат.
Пуршуй — Пуйансене мӑшкӑлакан сӑмах.
Пурлак — выр. — 1) Пӑрахутсем ҫук чухне Атӑл ҫинче кимӗсем туртса ҫӳрекен ҫын. 2) Атӑл тӑрӑх ӗҫлесе ҫӳрекен.
Пӑсашир — хран. — Ҫул ҫӳренӗ чух, кирлӗ вырӑна илсе кайнӑшӑн укҫа тӳлесе ларса пыракан.
Петакок — крек. — Вӗрентекен, учиттӗл, петакокиккӑра ӑста ҫын.
Петакокиккӑ — крек. — Ҫынна пур йенчен те пӑхса ӳстерсе вӗрентесси ҫинчен пӗлтерекен науккӑ.
Петтон — лат. — Чемӗнтпа шултӑра хӑйӑра хутӑштарса тӑвакан йапала: ҫурт-йӗр хунтамӗнчӗсем т. ы. йапаласем те тӑваҫҫӗ.
Пессарапи — Раҫҫейӗн чи хӗллехи хӗвеланӑҫ кӗтессинчи кӗпӗрне: револльутси вӑхӑтӗнче Румыни туртса илнӗ.
Пеллетристиккӑ — хран. — Илемлӗ литтераттурӑ происветенисем: романсем, повӗҫсем, калавсем.
Пелки — Хрансипе Коллантьи хушшинчи пӗчӗк патшалӑх: питӗ вӑйлӑ промышлӗннӑҫлӑ. 1914-18 ҫулсенчи вӑрҫӑра Пелки Керманьине хирӗҫ вӑрҫнӑ. Тӗп хули - Прӳҫҫӗл.
Пенехвис — лат. — Пур пухӑннӑ укҫине пӗр-пӗр арттиса парас йатпа театтӑрта вылани.
Пенҫҫи — лат. — Ӗҫлекенсене ӗҫе йурӑхсӑр пулсан кашни уйӑх, йе кашни ҫул тӑранса пурӑнмалӑх парса тӑракан укҫа.
Периот — Ӑрасна паллӑсемпе уйрӑм тӑракан вӑхӑт: кеолоки, истори периочӗсем т. ы.
Пӳтшет — хран. — Тоххотсемпе расхутсене шутласа хунӑ ҫметти.
Пуллеттен — хран. — 1) Пысӑк сопытьтьисем ҫинчен (вӑрҫӑ ӗҫӗ йепле пыни, налок пухӑнса пыни т. ы.) правиттӗлствӑ вӑхӑтран вӑхӑтран пӗлтерсе пыракан хут. 2) мӗнле те пулин сйесӗн ӗҫӗсене пӗлтерсе 2-3 кунтан, йе ернерен тухса пыракан кӗнеке. 3) вӑрттӑн сасӑпа суйланӑ чух суйлакансем хӑйсем суйлакан ҫын йатне ҫырса паракан хут.
Пуро — хран. — 1) Пӗр-пӗр учрештенин кантурӗ, кӗнчелерӗ. 2) мӗйле те пулин орканисатсийӗн, 3-4 ҫынран суйласа лартнӑ, ӗҫ тӑвакан оркӑнӗ.
Пурократ — Пӳрократтисӑма йуратакан, ӗҫшӗн мар, унан хормисемшӗн анчах тӑрӑшакан, чиновник.
Пурократтисӑм — Пур ӗҫҫене те кӗнчелерсенче, кӗҫӗн чиновниксем аслисене каласа пынӑ пек, халӑх ирӗкне ниме хумасӑр, атминистратси хушнӑ тӑрӑх, ӗҫӗн хормисене пуринчен мала шутласа пыракан управлени ҫистеми.
Пиплиокрахви — крек. — Тӗрле кӗнекесене криттиклесе, тӗрӗслесе пыни.
Пиплиоттеккӑ — крек. — Кӗнеке ҫурчӗ, кӗнеке пуххи, тӗрлӗ кӗнекесене пур вулас тейекенсене парса, вулас ӗҫе майласа пыракан политҫут учрештенийӗ.
Пиноккӑль — лат. — Айакри (катари) йапаласене ҫывӑхлатса кӑтартакан икӗ куҫпа пӑхмалли кӗске трупа (текер).
Пирамитӑ — крек. — 1) Кеометрире — тӗпӗ нумай кӗтеслӗх, йенӗсем виҫкӗтеслӗх йапала; 2) авалхи Йекиппӗтре вилнӗ хараонсене пытарма тунӑ шутсӑр пысӑк, тӗпӗ тӑваткӑл, йенӗсем виҫкӗтеслӗх памӗтниксем
Пиршӑ — Тӗрлӗ сутуилӳ тӑвакансем, панккирсем хӑйсен ӗҫӗсене тума пухӑнакан ҫурт. Ӗҫ пиршисем — С.К.Р.С-че ӗҫҫӗр ҫынсене ӗҫ тупса паракан патшалӑх учрештени.
Пиокрахви — крек. — Камӑн та пулин пурӑнӑҫӗ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырнӑ кӗнеке.
Пиолоки — крек. — Пурӑнӑҫ йавленисене хиҫиккӑ тӗлӗшӗнчен пӑхса, орканисӑм пурӑнӑҫӗн саккунӗсене йӗрлесе пыракан науккӑ.
Пҫевтоним — крек. — Ахтӑр, хӑй йатне пӗлтерешшӗн мар пулса, хӑйӗн происветенисене алӑ пусакан, шухӑшласа кӑларнӑ, хушамат.
Пҫихолӑк — Пҫихолокине ӑста пӗлекен ҫын.
Пҫихолоки — крек. — Ҫыннӑн ӑшри, чунри йавленисене йӗрлесе пыракан науккӑ.
План — лат. — 1) Пысӑк вырӑна хут ҫине маштаппа ӳкерни. 2) Тӑвас ӗҫе майласа, йӗркелесе ҫырса хуни; ӗҫ йӗрки.
Планеттӑ — крек. — Хӗвел тавра тӑрхала ункӑ пек йӗрпе (еллипсӑпа) ҫавӑрӑнса тӑракан хӑйӗн ҫути ҫук йапала (Ҫӗр, Мерккури, Венерӑ, Марс т. ы.).
Пленӑм — лат. — Пӗр-пӗр ушкӑнӑн, канашӑн, йе ӗҫтӑвкомӑн пур членӗсене пухса тунӑ саҫҫетаньи (ларӑвӗ).
Плоккатӑ — хран. — Пӗр-пӗр патшалӑха парӑнтарас тесе унӑн ҫӗрне йӗри тавра хупӑрласа никампа пӗрлешме памасӑр усрани.
Прак — ним. Пӑсӑк, йурӑхсӑр йапаласем.
Пракун — Лава кайнӑшӑн, йе лав тытма паракан укҫа.
Правӑ — Пуҫлӑхра тӑракан классен инттересӗсене сыхласа тӑракан пусмӑр орутьисенчен пӗри: етем опчӗствинче пурӑнас майсен, ирӗксен нормӗ, тивӗҫлӗх.
Правиттӗлствӑ — Патшалӑхри чи аслӑ влаҫ: саккунсем кӑларакан, тытӑмпа сут йӗркине астӑвакан аслӑ оркӑнсем.
Правлени — Пӗр-пӗр ушкӑнӑн, йе сойусӑн суйласа лартнӑ ӗҫтӑвкомӗ.
Претприйатти — Ӗҫе план тӑрӑх туса пыракан хуҫайствӑ, учрештени, хапрӑк-савӑт т. ы.
Претставиттӗл — Мӗнле те пулин орканисатсирен суйласа йанӑ, орканисатсин шухӑшӗсене ӗҫе кӳртме тӑрӑшакан ҫын.
Претставиттӗлствӑ — Претставиттӗлсен ушкӑнӗ, вӗсем ӗҫлекен уҫрештени.
Претҫетаттӗл — Пуҫлӑх.
Прессӑ — хран. — Халь тухса тӑракан хаҫат-шурналсем.
Преҫитент — хран. — Пуршуаҫилле респупликкӑсенче вӑхӑтлӑха суйласа лартакан патша.
Преҫитиум — Претҫетаттӗл, унӑн йулташӗсем тата ҫекреттарӗсем.
Преми — лат. — Ӗҫе лайӑх тунӑшӑн панӑ парне.
Премйер — хран. — Пуршуаллӑ патшалӑхсенче — министӑрсен капинечӗн пуҫлӑхӗ, чи аслӑ министӑр.
Прени — Тавлашу, сӑмах ваклани.
Прикӑвӑр — выр. — 1) Халӑх пухӑвӗ пӗр-пӗр ыйтӑва шухӑшласа татсан, вӑл ыйтӑва пур те хут ҫине ҫырса ала пусса хунӑ хут. 2) Сутсенче — ӗҫе сутласа пӗтерсен кама мӗнле айӑпламалли ҫинчен ҫырса алӑ пусни.
Прис — хран. — Конккурентсилле ӗҫре ҫӗнтерекене паракан парне.
Присмӑ — крек. — 1) Кеометрире — тӗпӗпе ҫийӗ пӗр пек нумайкӗтеслӗх, йенӗсем тӳрӗ тӑваткӗтеслӗх йапала; 2) витӗр курӑнакан йапаларан тунӑ виҫкӗтеслӗ присмӑ: витӗр хӗвел ҫути тухсан, ҫутӑ ҫичӗ тӗслӗ уйрӑлса тӑрать.
Принтсип — лат. — Тӗп шухӑш.
Проектӑ — хран. — План, малтанхи шухӑш.
Происветени — 1) Пӗр числана тепӗр числа хут ӳстерсен пулакан числа. 2) Ахтӑр шухӑшласа ҫырнӑ литтераттурӑ.
Происвотствӑ — Тупӑшлӑх, етеме кирлӗ йапаласене тӗрлӗ майпа ӗҫлесе тупни: етем опчӗствине малалла йарса пыракан сӑлтав.
Проккураттурӑ — Проккурор ӗҫлекен учрештени, проккурорӑн кӗнчелерӗ.
Проккурор — хран. — Саккунсене тӗрӗс туса пынине астуса пыракан; ӗлӗкхи сутсенче — айӑплакан.
Прокламатси — хран. — Пӗр-пӗр револьутсиллӗ партти мӗнле те пулин сопытти пирки халӑха мӗнле те пулин ӗҫҫем тума чӗнсе ҫырнӑ хут.
Прокраммӑ — крек. — 1) Тӑвас ӗҫӗн майӗсем. 2) шкулсенче мӗне мӗнчул вӗренессине кӑтартса, йӗркипе ҫырса хунӑ хут. 3) пӗр-пӗр пухӑвӑн тӑвас ӗҫӗсем; 4) пӗр-пӗр хаҫатӑн, йе шурналӑн мӗнле ыйтусем ҫинчен, вӗсене хӑш йӗнчен кӑтартса пымалли майсем; 5) театтӑрта, йе контсертсенче мӗн ҫинчен кам выласа кӑтартас йӗрке. Политтиккӑ парттисен прокрамми — политтиккӑ парттийӗн, хӑй класӗн инттересӗсемшӗн тӑрӑшша тумалли, малти тӗлӗсем; прокраммӑна парттин сйесӗ йышӑнать, вӑл анчах улӑштарма пултарать; партти членӗ — пӗри те прокраммӑ хушнинчен пӑрӑнма пултараймасть. Сотсиалисӑмла парттисен прокраммисем икӗ пайа уйрӑлса тӑраҫҫӗ: 1)прокаммӑ-минимум — хальхи вӑхӑтра, хальхи условисенче тума май пур тӗлсем; 2) прокрамма-макҫимум — парттин тӗп ыйтӑвӗсемпе, партти пур ирӗке хӑй аллине илсен анчах тума пултаракан тӗлӗсем.
Прокрес — лат. — 1)Етем ошчӗстви хӑйӗн культтурӗне вӑйлӑлантарса, малалла кайса, пурӑнӑҫа ӑнтарса пыни; 2) ӗҫ ӑнса пыни, малалла кайни, ӑнӑҫлӑх.
Прохвессӑр — лат. Аслӑ шкулсенче вӗрентекенсен чинӗ; пӗр-пӗр науккӑна питӗ ӑста пӗлекен вӗрентекен.
Прохвеҫҫи — лат. — Тӑрантса усракан ӗҫ (пӗр-пӗр ҫын ҫӗвӗ ҫӗлесе тӑранса пурӑнать пулсан, ҫӗвӗҫӗ ҫав ҫыннӑн прохвеҫҫи пулать). Прохвеҫҫиллӗ сойуссем — (прохсойуссем) — пӗр ӗҫпе тӑранса пурӑнакан ӗҫлекенсен, хӑйсен ӑрасна инттересӗсене сыхласа, астуса тӑма тунӑ сойусӗ. Каппитталисӑм аллинче пурӑнакан ӗҫлекенсен прохсойусӗсем каппитталпа кӗрешес ӗҫре питӗ пысӑк усӑ параҫҫӗ, кӗрешмелли меттатсенчен пуринчен вӑйлӑ меттӑт — пастовкӑ (ҫав сӑмаха пӑх). Раҫҫейре прохсойуссем 1905 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Халӗ прохсойуссем пролеттариата происвотствӑна майлаштарса пыма вӗрентсе пыраҫҫӗ (прохсойуссем — комунисӑм шкулӗсем).
Прохвил — лат. — 1) Хӑрах йенчен курӑнакан сӑн; 2) пӗр-пӗр йапалан чӑнкӑ линипе кассан куранакан тӗсӗ.
Пропӑ — ним. — Хутӑштарса шӑратна йапалан кӗренкинчи таса ылттӑн, йе кӗмӗл мыскалӗн шучӗ; 2) ылттӑн-кӗмӗлрен тунӑ йапаласем ҫине вӗсен качӗствине пӗлтерме лартакан
пӗчӗк паллӑ; 3) мӗне те пулин, унӑн качествине пӗлме сӑнаса пӑхни; 4) сӑнаса пӑхма тунӑ йапала.
Проппортси — лат. — Танлӑшӗ; йапалан пайӗсем пӗр-пӗринпе тӗрӗс, ҫыпҫуллӑ тӑни.
Проплемӑ — крек. — Ыйту, сатачӑ; науккӑри, йе искусствӑри тавлашуллӑ, тума кирлӗ ыйту.
Протуктӑ — лат. — 1) Етем опчествин вӑйӗпе, йе тӗнче вӑйӗсемпе пулнӑ усӑллӑ йапала; 2) мӗнле те пулин условисен хыҫӗ.
Проттоккол — крек. — 1) Пуху ӗҫӗсене йӗркипе ҫырса тухнӑ хут. 2) пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен, куракансем, йе пуҫлӑхсем мӗнле пулнине ҫырса хуни; 3) сутра, пӗр-пӗр ӗҫе пӑхса тухнӑ май, мӗнле пулнине ҫырса пынӑ хут.
Протсес — лат. — 1) Сутра — ӗҫе туса пыни. 2) мӗнле те пулин йавленисем ӑнса пыни.
Проччӑн — лат. — 1) Мӗнӗя те пулин 100-мӗш пайӗ. 2) Кивҫен панӑ укҫашӑн илекен услам.
Прошектор — Ҫутта тӗкӗрсемпе вӑйлӑлатса, пӗр ҫӗре пухса, пӗр йеннелле кӑларса йаракан, пысӑк, електритсӑ хунарӗ: пысӑк вырӑна айакран ҫутатма пултарнипе вӑрҫӑсенче ҫӗрле тӑшмансен поҫитсине пӑхма аван.
Просӑ — лат. — Нимскер те илемлетмен, пур те калаҫакан майлӑ халап.
Пролеттари — лат. — Хӑй вӑйне сутса, тара кӗршше ӗҫлесе анчах пурӑнакан ҫын.
Пролеттариат — лат. — Хӑй вӑйне сутса, тара кӗршше ӗҫлесе пурӑнакансен класӗ: происвотствӑ хатӗрӗсем пӗтӗмпе пуршуаҫи аллинче пулнӑран, пролеттариат каппитталисӑмла опчӗствӑра пур таварсемпе пӗр тан хӑй вӑйне пуршуаҫине сутса тӑранса пурӑнать. Каппиттал ӳссе, вӑйлӑланса пынӑҫемӗн унпа пӗр танах пролеттариат та нумайланса, вӑйлӑланса, лайӑхрах орканисатсиленсе пырать, хӑйӗн инттересӗсемшӗн тӑрӑшакан партти тӑвать (Комуниссен парттийӗ), пур происвотствӑна хӑй аллине ҫӑлса илме тӑрӑшать, ҫавӑнпа нимӗскере пӑхмасӑр ӗмӗртенпе пуршуаҫи класӗпе кӗрешше пурӑнать. Револьутсисем туса каппиттала ҫӗмӗрсе тӑксан, пуршуаҫи пусмӑрлӑхне тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтермешкӗн — пролеттариат тиктаттурӗ тӑвать. Халӗ пирӗн Раҫҫейре ҫавӑн пек пролеттариат тиктаттурӗ вӑхӑчӗ.
Промышленнӑҫ — выр. — Тупӑшлӑх.
Пророк — Малалла мӗн пулассине каласа пӗлтерекен; елӗкхи тӗттӗм халӑхсем тӗрлӗ шарлаттансем кирлӗмара пакӑлтатса ҫӳрекенӗ, йури ҫынна анланмалла мар сӑмахсем каласа ҫӳренине—малалла мӗн пуласса пӗлтерсе калать тесе ӗненнӗ, ҫав ҫынсене таса ҫынсем, турра йурӑхлӑ ҫынсем, пророксем тенӗ.
Провисӑр — Аптеккӑ ӗҫӗсене ӑста пӗлекен, аптеккӑна пӑхса тӑма пултаракан ҫын.
Провоккаттӑр — Ӗскӗртекен: 1) Халӑха улталаса пӑлхантаракан; 2) пӗр-пӗр парттине йури члене кӗрсе, партти ӗҫне пӑсса пырса, кирлӗ ҫветенисене тӑшмансене кӑтартса пыракан.
Провоккатси — лат. — Халӑха влаҫа хирӗҫ тӑмашкӑн, пӑлханмашкӑн кирлӗ мар ҫӗрте ӗскӗртсе, пӑтратса ҫӳрени.
Пйессӑ — хран. — Трамӑллӑ, йе мусӑклӑ происветени.
Поет — крек. — Поеҫи сисӗмӗ пур ҫын; сӑвӑсем ҫырма пултаракан.
Поеҫи — крек. — Илемлӗ пултару; пурӑнӑҫа илемлӗ сӑмахпа ҫырса кӑтартни.
Поемӑ — крек. — Сӑвӑпа ҫырнӑ роман; пӗр-пӗр халӑхӑн паллӑ сопыттисене ҫӳшет туса, вӗсем ҫинчен илемлӗ сӑвӑсемпе ҫырнӑ происветени.
Поттаниккӑ — крек. — Ӳсентӑрансем ҫинчен вӗрентекен науккӑ.
Потрепиттӗл — Ҫийекен, петерекен, усӑ куракан.
Постановлени — Килӗшше йышӑнни: пӗр-пӗр ушкӑн, мӗнле те пулин ыйту ҫинчен тавлашу тунӑ хыҫҫӑн, килӗшше, еҫе ҫапла тумалла тесе хут ҫине ҫырса хуни.
Поҫитси — лат. — 1) Ҫапӑҫма (вӑрҫӑра) суйласа хунӑ выран; 2) пӗр ыйту ҫине кӑш йенчен пӑхни.
Политтиккӑ — крек. — 1) Патшалӑха тытса тӑмалли искусствӑ, патшалӑхри шалти ӗҫҫене, йе йут патшалӑхсемпе тумалли ӗҫҫене, туса пымалли майсем, йӗркесем: кирек мӗнле политтиккӑ та пӗр-пӗр класӑн интересӗсене туса пырать; 2) камӑн та пулин (учрештенин, парттин, йе ахаль ҫыннӑн) хӑй ӗҫӗсене туса пыракан йӗркесемпе майсем.
Политси — хран. — Пуршуаҫиллӗ патшалӑхӑн шалти йӗркесене астуса тӑракан учрештенисемпе вӗсен чиновникӗсем.
Польус — 1) Ҫӗр польусӗсем — ҫӗр чӑмӑркки хӑй тавра тӗнӗл ҫинче ҫаврӑннӑ пек ҫаврӑннӑ чух, ҫӗрӗн ҫурҫӗрпе кӑнтӑрлари вӗҫӗнче ним ҫаврӑнмасӑр тӑракан пӑнчӑ (ҫӗр Чӑнах та тӗнӗл ҫинче ҫаврӑнса тӑрас пулсан тӗнелӗн икӗ вӗҫӗ польуссем пулса тӑраҫҫӗ;) 2) тенче польусӗсем — ҫӗр ҫинчен пӑхсан пур пӗлӗт ҫинчи ҫӑлтӑрсем пӗр пӑнчӑ тавра ҫаврӑнса тӑнӑ пек курӑнат; ҫав пӑнчӑна тӗнче польусӗ теҫҫӗ. Тӗнчен ҫур ҫӗр йенчи польусӗ — Польар ҫӑлтӑрӗ ҫывӑхӗнче, ҫавӑнпа вӑл ҫӑлтӑр пӗлӗт ҫинче ним хускалмасӑр тӑнӑ пек туйӑнать.
Польшевиксем — Раҫҫей Комунисӗсен (польшевиксен) Парттийӗ "ревӗсем. Раҫҫейри ӗҫлекенсен Сотсиал-темократтиллӗ Парттийӗн 2-мӗш сйесӗнче, сйеса пынӑ телекатсем тактиккӑ ыйтӑвӗ тӑрӑх тавлашу пулсан икӗ пайа уйрӑлса тӑнӑ: Марттӑв майлисем сахалтарах пулнӑран вӗсене меншшевиксем тенӗ, Ленин майлисем нумайрах пулнӑран вӗсене польшевиксем тенӗ.
Помешчӗк — Ҫӗр улпучӗ; хӑй аллинче нумай ҫӗр тытса тӑракан, ҫӗр паракан тоххотпа ним тумасӑр пурнакан улпут.
Повесткӑ — 1) Сута, йе пӗр-пӗр пухӑва чӗнекен хут. 2) пухӑвӑн кун йӗрки.
Повӗҫ — Пӗчӗк роман: просӑпа ҫырнӑ пӗчӗк пеллетристиккӑ происветени.
Пойккот — Кампа та пулин нимле ӗҫ те тумалла мар тесе килӗшни. Ирлантири Пойккот йатлӑ помешчӗкрен тухса кайнӑ, вӑл хӑйсен ӗҫлекенӗсене питӗ асаплантарнӑран, ирлантири хермӗрсем (хресченсем) ун валли ним ӗҫ те тумалла мар, ун патне тара кӗршмелле мар тесе килӗшнӗ. Йулашкинчен Пойккот пӗтемпех аптӑраса ҫитсе, хӑй вырӑнӗнчен тухса тарнӑ. Ҫавӑнтан вара ҫавӑн пек меттӑтсемпе кӗрешнине пойккот теҫҫӗ. 1923 ҫул. Воровски йулташа вӗлерсен Раҫҫей Швейтсарине пойккотланӑ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-10-10 11:46:37 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4734 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем